<p>Раççей агропромышленность комплексне аталантарма кăçал 446 миллиард тенке яхăн укçа уйăрма палăртаççĕ. Çулталăк тăршшĕпе ку хисеп тата та ӳсмелле.</p>
<p>Ял тăрăхĕсен комлекслă аталанăвĕ тата юхăннă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси çинчен калакан программăсене пурнăçлама та нухрат хушăнмалла. Техника паркне çĕнетесси, тĕрлĕ тытăма аталантарасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси те тимлĕхре пулĕç. Пахча-çимĕç тата çĕр улми туса илекенсене пулăшма  пилĕк миллиард пăхса хăварнă. Малашне ку ятарлă федераллă проект пулĕ.</p>

Источник: www.ntrk21.ru